Чӑваш Ен символӗсем - Республика мӑнаҫлӑхӗ" пӗлӳ сехечӗ

Чӑваш Ен  символӗсем - Республика мӑнаҫлӑхӗ" пӗлӳ сехечӗ

Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗ - Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен кунӗ. Шӑпах ҫак кун 1992 ҫулта Чӑваш Енӗн хальхи гербне, ялавне тата гимне ҫирӗплетнӗ.

‎Ҫак уяв чӑваш ҫӗрӗнче пурӑнакан пур ҫынна та пӗрлештерсе тӑрать.  Республикӑмӑр символӗсенче тӑван халӑхӑн ӗмӗрхи йӑли-йӗрки, шухӑш-кӑмӑлӗ, эрешӗ палӑрса тӑрать.

‎Патшалӑх символӗсен кунӗнче Хуракасси шкулӗнчи "Хунав" кружока ҫӳрекен улттӑмӗш классем патне ял вулавӑшӗн библиотекарӗ Стрелкова И.Ю. килчӗ. Инга Юрьевна ачасемпе "Чӑваш Ен  символӗсем - Республика мӑнаҫлӑхӗ" пӗлӳ сехечӗ ирттерчӗ. Вӑл вӗренекенсене символсен авторӗсем, эрешсен пӗлтерӗшӗсем, республика йӗркеленнин историйӗ ҫинчен каласа, кӑтартса пачӗ, ачасен пӗлӗвне тӗрӗслесе викторина ирттерчӗ. Хӑйӗн тавҫӑрулӑхне кӑтартса Максимова Варвара малти вырӑна тухрӗ, Инга Юрьевна ӑна парне парса хавхалантарчӗ.



30 апреля 2026
14:21
Поделиться