Краеведческий час «Тӑван чӗлхе – анне чӗлхи» в Октябрьской сельской библиотеке

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ – Чӑваш чӗлхи кунӗ. Чӑваш чӗлхи пуян та илемлӗ, янӑравлӑ та ҫепӗҫ, паха та асамлӑ. Вӑл чӑваш юрри пек янӑравлӑ та кӗвӗллӗ, унпа чуна ачашлама е амантма, ҫӗклеме е ӳкерме, хавхалантарма пулать. Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Октябрьски библиотекӑн ӗҫченӗсем ҫамрăк вулакансем валли краеведени сехечӗ «Тӑван чӗлхе – анне чӗлхи» ирттерчӗҫ. Ачасене тӑван чӗлхене юратса вӗренме хавхалантарчӗҫ, Иван Яковлевич Яковлев ҫинчен каласа кăтартрӗҫ. Мероприятинче хутшăнакасем тӑван чӗлхене халалланӑ сӑвӑсене тата Иван Яковлев калавӗсене вуларӗҫ, «Уҫăлма тухнă шăши» юмаха выляса пăхрӗҫ.