Хуракасси вулавăш ҫумӗнчи "Сентреш" ушкăн Чӑваш чӗлхи кунӗн уявĕнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 12 – мӗш шкулĕнче пулса курчӗ

Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе!
Эс – чи пахи, эс – чун уҫҫи.
Тӑван чӗлхе - чӑваш чӗлхи,
Пин чӗлхерен чи ҫепӗҫҫи. (О.Титова)
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн паллă кун. Çак кун, чăвашсене çутта тухма пулăшнă И. Я. Яковлев çуралнă кун, тĕнчери пур чăваш Чăваш чĕлхи кунне паллă тăвать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта Чӑваш чӗлхи кунӗн уявӗ паян 12 – мӗш шкулта Раççейри Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçин çулталăкне тата Чăваш Енри Çĕнтерӳпе патриотлăх çулталăкне халалласа «Чыс та мухтав сире, тӑван ҫӗр-шыва хӳтелевҫисем» ятпа иртрӗ.
Шкул ачисемпе вӗрентекенсем чӑвашла сăвăсем каларĕç, юрӑсем юрларӗҫ, сценкӑсем выляса кăтартрĕç, ташларӗҫ.
Ку уявра пирен "Сентреш" Хуракасси вулавăш ҫумӗнчи ушкăн пулса курчӗ. "Аманна салтак" юрапа вӑрҫӑ кунӗнчи чи йывăр та кӑсӑклӑ самантсене аса илтерчӗ.
Чӑваш чӗлхин кунне халалланӑ мероприяти питӗ кӑсӑклӑ та тивӗҫлӗ иртрӗ.