Хуракасси вулавăш ҫуменче тăракан «Сентреш» ушкăн «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» акцине хутшӑнчӗ

Хуракасси вулавăш ҫуменче тăракан «Сентреш» ушкăн «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» акцине хутшӑнчӗ

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Раççей Федерацийĕн Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Республикин Çĕнтерӳпе патриотлăх çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» акци иртрӗ. Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси. Асӑннӑ акцие Сĕнтĕрверри  муниципаллă округне кĕрекен Хуракасси вулавăш суменче тăракан «Сентреш» ушкăн те хутшӑнчӗҫ.  Акцие хутшӑннӑ кашни ҫын  чăвашла хăй тĕрĕс çырма пултарнине, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимӗн те ҫуккине ӗненме пултарчӗ. 



25 апреля 2025
14:35
Поделиться