Турханкасси ял уявĕ

Турханкассисемшĕн ҫӳрла уйăхĕнче ял уяве ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнте. Акă паян та, ҫурла уăхĕн 17- мĕшĕнче ҫак уяв кĕрлесе иртрĕ. Ҫулран ҫул халăх йышлăрах та йышлăрах пуҫтарăнать. Ҫакă пире, уява хатĕрлекенсене савăнтарать.
«Тăван ҫĕршыв», «ҫемье» сăмахĕсем кашни ҫыншăн хаклă. Ахальтен мар Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин хушĕвĕпе 2024 ҫула Ҫемье ҫулталăкĕ тесе палăртнă. Кăҫал нумай ачаллă тата пур енĕпе те ырă тĕслĕх кăтартакан ҫемьесене пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ. Эпир те уява нумай ачаллă ҫемьесене чысласа пуҫларăмăр. Пурнăҫ ҫулĕпе алла аллăн тытăнса нумай ҫул утакан тата тин кăна чăмăртаннă ҫемьесене те палăртрăмăр.
Уявпа саламлама хисеплĕ хăнисем килсе ҫитрĕҫ. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ В.Клементьев, Сĕнтĕрвăрри муниципалитет округĕн ҫумĕ тата культурăпа социаллă аталану пайĕн пуҫлăхĕ Э.Упракина, «Сĕнтĕр Ен» ентешлĕх председатĕлĕ Н.Иванов тата Сĕнтĕрпуҫ территори пайĕн ертӳҫи Л.Михайлова ялти ырă ĕҫсемпе палăрнă ҫынсене Хисеп хучĕсемпе, Тав хучĕсемпе тата парнесем парса чысларĕҫ.
Уява малалла тăсаканĕсем ялти культурă ҫумĕнчи «Тӳнер» фольклор ушкăнĕ, Шупашкар муниципалитет округĕнчи Кодеркасси ялĕнчи «Шордан» фольклор ушкăнĕ, Сĕнтĕрпуҫ ялĕн культура ҫурчĕ ҫумĕнчи «Ĕмĕт» ушкăн , кăҫалхи «Кĕмĕл сасă» конкурсăн лауреачĕ А.Шевнина, чăваш юрăҫисем: Л.Засыпкина, А.Васильев тата А.Арсентьев пулчĕҫ. Ҫавăн пекех хамăр ялта ҫуралса ӳснĕ И.Андреев тата ялти ҫамрăксем тĕрлĕ юрăсемпе ял – халăхне савăнтарчĕҫ. Уява ҫамрăксем хастар хутшăнни палăрчĕ. Ача – пăча сасси те йăри – тавра кĕрлесе тăчĕ. Акă вăл малалли ял пуласлăхĕ.
«Иртнисĕр пуласлăх ҫук» - теҫҫĕ. Ĕмĕрсем - ҫулсем урлă пирĕн пата ҫитнĕ ял историне пĕлни, асра тытни – аваллăхпа хальхи пурнăҫа ҫирĕп ҫыăхăнтаракан тĕвĕ. Сакă паянхи пурнăҫне малалла аталантарма пулăшать. Турханкасси ялĕ пуҫланса кайни ҫинчен истории наукисен кандитачĕ Василий Дмитриевич хăйĕн кĕнекинче ҫырса кăтартнă. Хамăр ял ҫыннисем те халăха тарăн историпе, кун – ҫулĕпе кăтартакан самантсене пухса упраса хăварма тăрăшнă. Ку енĕпе Михаил Степанович Черновпа ялти шкул историне вĕрентекенĕ Виталий Степанович Пахомов нумай тăрăшнă. Паянхи кун ял историйĕпе кăсăкланаканĕ-пирĕн ялта ҫуралнă Николай Петров – краевед. Вăл архивра сахал маар ларнă, тарăнрах тĕпчесе халиччен пулнă материала татах пуянлатнă. Ҫĕнĕ фактсем тупса палăртнă. Халиччен пулман пысăк ĕҫ туса, «Сотниково – Торханкасы – Введенское» кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Ҫак кĕнекепе уявра ял – халăхне паллаштарчĕ.
Уяв савăнăҫлă иртрĕ. Ҫамрăксем спорт вăййисене тата конкурссене хастаррăн хутшăнчĕҫ.Ҫĕнтерӳҫĕсем парнесем тивĕҫрĕҫ.
Яланхилле уяв «Шӳрпе» сăйланипе вĕҫленче.