Сĕнтĕрвăррисем Республикăри Пĕрремĕш Уҫă «Молодые лидеры» ЧНК ҫамрăкĕсен слетĕнче хутшăнчĕҫ

Сĕнтĕрвăррисем Республикăри Пĕрремĕш Уҫă «Молодые лидеры» ЧНК ҫамрăкĕсен слетĕнче хутшăнчĕҫ

Утă уйăхĕн 20- мĕшĕнче Республикăри Пĕрремĕш Уҫă «Молодые лидеры» ЧНК ҫамрăкĕсен слечĕ пулса иртрĕ. Слĕт Етĕрне муниципалитет округĕн Сареево ялĕнче Сăр хĕрринчи «Солнечная поляна» кемпинг базинче иртрĕ. Слета ҫамрăксен пултарулăхне, общество пултарулăхне туллин  пурнăҫлама тата унăн вăй – хăвачĕпе, пропогандăпа тата ҫамрăксен физькультурăпа спорт юхăмне аталантарма ирттерчĕҫ. Слĕта уҫнă май Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев уява хутшăнакансене пурне те ăшшăн саламларĕ. Пухăннă ҫамрăксем тăван чĕлхепе, унăн аталанăвĕпе ҫыхăннă ыйтусене хускатрĕҫ, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕҫ.

Сĕнтĕрвăрри муниципалитет округĕнчен килсе ҫитнĕ ҫамрăксем слетра ирттернĕ пĕтĕм ăмăртусене хастар хутшăнчĕҫ. Ҫамрăксем куна савăнăҫлă ирттерчĕҫ, дипломсемпе таврăнчĕҫ.



22 июля 2024
10:09
Поделиться