День чувашского языка в д. Сотниково

День чувашского языка в д. Сотниково

Ака уйăхĕн 25 – мĕшĕнче Турханкасси культура ҫуртĕнче кашни ҫулах уяв иртет. Кăҫал та чăваш чĕлхи кунне халалласа, кӳршĕсене культура ҫуртне пуҫтараса «Савар, мухтар чĕлхемĕре!» литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ. Уява «Илемлĕ, илемлĕ» юрăпа вырăнти «Тӳнер» фольклор ушкăнĕ уҫрĕ. Уява тăснă май чăваш такмакĕсемпе ташшине ташларĕҫ, чаваш чĕлхи ҫинчен илемлĕ сăвăсем вуларĕҫ. Уява яланхиллех, ҫепĕҫ те илемлĕ сассипе Мария Иванова ертсе пычĕ. Программа тăршшĕпех халăхăн йăхран – йăха куҫса пыракан йăли – йĕркисемпе, унăн пуянлăхĕпе чăваш ҫыннисем валли ҫырнă И.Я.Яковлев халалĕпе паллаштарчĕ, пĕрин хыҫҫăн теприне сцена ҫине йыхравласа пычĕ.

  Уява Кĕҫĕн Астакасси тата Нарат Чакки культура ҫуртĕнчи ушкăнсем хутшăнчĕҫ. Вĕсем чăваш халăх юррисене шăрантарса, чăваш ташшисене ташласа пухăннисен кăмăлĕсене уҫрĕҫ. И.Я.Яковлев калавĕ тăрăх йĕркеленĕ «Лаша шырани» сценкă кăтартрĕҫ. Ушкăнсем пĕрле тытăнса сăвă та ҫырса пăхрĕҫ. Аванах пулчĕ вĕсен, парнене те тивĕҫрĕҫ сăвăҫăсем.

 Турханкасси вулав ҫуртĕнче «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» ятлă кĕнеке куравĕ ĕҫлерĕ. Ҫавăн пекех ялти ăстасем ăсталанă Хушпу», «Тухья», «Масмак» куравĕ те пулчĕ.

   «Аруран ăрăва куҫса пыракан авалхи чăваш чĕлхи тата та ҫӳле ҫĕклентĕр, хăйĕн янăравĕпе яланах савăнтартăр», - терĕмĕр уява вĕҫленĕ май. Уяв хаваслă та савăнăҫлă иртрĕ.



26 апреля 2024
14:29
Поделиться