Турханкасси вулав ҫуртĕнче - тăван чĕлхе кунĕ

Нарăс уйăхĕн 21- мĕшĕ – тăван чĕлхе кунĕ. Кашни халăхăн тăван чĕлхи пур. Пирĕншĕн вара тăван чĕлхе- чăваш чĕлхе шутланать. Апла пулсан паян эпир тăван чĕлхепе калаҫатпăр, сăвă – калавсем вулатпăр, юрăсем юрлатпăр.
Эпир хамăрăн тăван чĕлхене пите юрататпăр. Ытти чĕлхесенчен вăл илемлĕхĕпе те, ҫепĕҫлĕхпе те, янăравлăхĕпе те уйрăлса тăрать.
Турханкасси вулав ҫуртĕнче ҫак кун ачасем чăн чăвашла калаҫрĕҫ. Тĕрлĕ чарăну вырăнĕсенче ыйтусене хуравларĕҫ. «Эпĕ чăвашла ҫыратăп» чарăнура ачасен ыйту хуравне шурă хут ҫине ҫырса палăртмалла пулчĕ. Вĕсем чернил ҫине тĕксе перопа ҫырса кăтартрĕҫ. «Эпĕ чăвашла вулатăп» чарăнура –ачасен хитрен кăна вуласа памалла е пĕрер сăвă чăваш чĕлхине юратнине палăртса каламалла пулчĕ. «Эпĕ чăвашла юрлатăп» чарăнура Мария Иванова сăпка юрри шăрантарса пачĕ. Михацйлова Виктория чăвашсен авалхи тĕррисен пĕлтерĕшĕсемпе паллаштарчĕ.
«Тăван чăваш чĕлхене нихăҫан та манмастпăр» - тесе шантарчĕҫ ачасем.