Хуракасси вулавăшĕ çумĕнчи «Сентреш» ушкăн членĕсем ăшшăн 95 çулхи юбилейпа Юлия Илларионовна Иритковăна саламларĕç

Хуракасси вулавăшĕ çумĕнчи «Сентреш» ушкăн членĕсем ăшшăн 95 çулхи юбилейпа Юлия Илларионовна Иритковăна саламларĕç

Çĕнĕ 2023 çул Çĕньял Пукаш ялĕнче пурăнакан Юлия Илларионовна Ириткова çемйишĕн савăнăçлă пулăмпа пуçланчĕ – Юлия   кăрлач уйăхĕн 3-мĕшĕнче 95 çулхи юбилейне палăртрĕ. Çак паллă кун ăна Хуракасси вулавăшĕ çумĕнчи «Сентреш» ушкăн членĕсем ăшă юрăсем парнелерĕç, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин ячĕпе тата Хуракасси ял администрацийĕ ячĕпе Р.А.Кольцова саламларĕ.

Юлия Илларионовна Çĕньял Пукаш ялĕнче çуралса çитĕннĕ. Аслă ăру çыннисен чылайăшĕн шăпи пекех, унăн та пурнăç çулĕ йывăр та тумхахлă пулнă. Хăй ĕмĕрĕнче хуйхи-суйхине те сахал мар тӳснĕ. Тăлăх ӳснĕ, çавăнпа нуши те юнашарах çӳренĕ пуль çав.

Çамрăклăх çулĕсем Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи тата вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтра иртнĕ. Вăрмар тăрăхĕнче вăрман каснă, Йĕпреçре торф кăларнă, Сăр патĕнче окоп чавнă – пур çĕрте те хăйне шеллемесĕр ыттисемпе танах ĕçленĕ. Юля аппу тума пĕлмен ĕç çук та пуль. «Окоп чавнă чухне хĕрсене çапата явса е юсаса параттăмччĕ», - аса илет халь çав вăхăтри йывăр кунсене.

Хăйĕн пурнăçне Юлия Илларионовна ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. 1987 çулта пенсие тухсан та ал усса ларман: хăмла пахчинче ĕçленĕ, килти хуçалăха та тытса пынă.

Пухăннисем Юлия Илларионовнăна тата нумай çул пурăнма, ялан сывлăхлă, ырлăхлă пулма, ачисен, мăнукĕсен, тăванĕсен юратăвне туйса пурăнма сунчĕç.



12 января 2023
09:14
Поделиться