Çӗнтерӗве ҫывхартма нумай вӑй хунӑ

Çӗнтерӗве ҫывхартма нумай вӑй хунӑ

Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тылри ҫынсем те ҫӗнтерӗве ҫывхартма нумай вӑй хунӑ. Пысӑк та кӑтартуллӑ ӗҫсенчен пӗри – Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене туни. Пирӗн тӑрӑхри ҫынсем те Хусан хӳтӗлев чиккине тунӑ ҫӗрте ырми-канми тӑрӑшнӑ. Вӗсем хушшинче – Ускассинче ҫуралса ӳснӗ Раиса Ивановна Иванова та. Хуракасси ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Р.А.Кольцова тата Хуракасси вулавӑшӗн ӗҫченӗ В.Г.Куракова Раиса Ивановнӑна ҫак пулӑм 80 ҫул ҫитнине халалланӑ астӑвӑм медальне парса чысларӗҫ, паттӑр ӗҫӗшӗн тав сӑмахӗ каларӗҫ, вӑрӑм кун-ҫул сунчӗҫ.



21 октября 2021
14:37
Поделиться