Эльбарусовская сельская библиотека приняла участие в поздравлении долгожительницы

Эльбарусовская сельская библиотека приняла участие в поздравлении долгожительницы

Паян эпир Иванова Раиса Ивановна патěнче хăнара. Вăл Хуракасси ял поселенийěнче аксакалсем хушшинче малти ретре. Мухтанмалăх та пур: Раиса Ивановна ҫурла уйăхěн 18- мěшěнче 97 ҫул тултарчě.

Пурнăҫě ҫăмăлах пулман пирěн кинемейěн: нумай ачаллă хресчен ҫемйинче ҫуралса ÿснě, чи асли пулнă. Анчах та вун икě ачаран 4 ҫеҫ сывă юлнă.

Ҁамрăклăхě те асапсăр иртмен: 1941 ҫулта Аслă вăрҫă пуҫлансан Сăр тата Хусан чиккисен тунă ҫěре илсе кайнă, Кушмара ялě ҫумěнче окоп чавнă.

«Ҁанталăкě пите сивěччě… Юрать атте кěрěкне (шăхманне) тăхăнтартарса ячě.Ытти хěрсем тăхăнма ним ҫуккипе пите шăнатчěҫ. Виҫ эрнере пěрре мунча кěме илсе каятчěҫ. Хăш-пěр чух шăннă ҫěре катма вăй та юлмастчě,аслисем катнă тăпрана  пеме тăрăшаттăмăр. Малтанах ҫак вăхăт пирки сас-хура ҫукчě. Халě ак, эпир те Ҁěнтерÿ куне ҫавхартма пулăшни пирки калаҫма пуҫларěҫ. Эпě те унта вăй хунишěн мухтанатăп. Шел пулин те, халě манпа окоп чавнă ҫынсенчен никам та юлман. Мана кăна вăрăм кун-ҫул пилленě-ши Тиурри»,-ассăн сывлать кинемей.

1941-1953 ҫулсенче. Мěшěл ялěнче тир тунă ҫěрте ěҫленě. Пекарьнăра та вăй хунă. 1961 ҫулта Октябрьски ялинче больницăра, унтан Ҁěнь ял Пукаш фельдшерски пунктěнче ěҫлет.

Ҁăмăл пулман Раис аппун пурнăҫě. Халě ватлăх кунěсене ҫăмăл ирттерме Люда племянници пулăшать.

Тавах сире, Раиса Ивановна! Турри пурăнма татах кун-ҫулне парса тăтăр, сывлăху юман пек ҫирěп пултăр!



23 августа 2021
14:16
Поделиться