Эльбарусовская сельская библиотека организовала поздравление

Эльбарусовская сельская библиотека организовала поздравление

Кашни  ялтах ҫиреп ҫемье, пултаруллă хастар мăшăр,ырă тěслěхри ҫынсем пурри палах пите  кăмăллă.

Хуракасси ялěнче те ҫакăн пек  мăшăр пур. Мартăн 20- мěшěнче Лаврентьевсен ҫемьинче чăннипех те пысăк уяв.

Николай  Александровичпа Эльза Андреяновна ҫемье ҫавăрнăранпа 50 ҫул ҫитрě. Ҁак сумлă ылтăн туй ҫитесси ăнланупа килěшÿрен чылай килет.Ун пек чухне ҫемье вучахě ăшшăн ялкăшса тăни куҫкěрет.

Савăнăҫлă самантпа вěсене Хуракасси вулавăш  ҫумěнчи фольклор коллективě саламларě. Ҁемье ҫирěплěхěпе телейне упраса хăварма ,ҫамрăк ăрăва тěрěс воспитани пама (сăмахран, Лаврентьевсем  4 ывăлпа 1хěре тěрěс ҫул ҫине тăратнă. Халě 7 мăнукпа 1 кěҫěн мăнукне ÿстерме пулăшаҫҫě) малалла та ырлăх-сывлăх,телей сунчě,юрă саламěпе чысларě.



24 марта 2021
11:20
Поделиться