Урок компьютерной грамотности прошел в Сотниковской сельской библиотеке

Паянхи пурнӑҫра компьютер, информаци технологийӗсем питӗ пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ҫумра интернет пулсан килте ларсах коммуналлӑ услугӑсен тỳллевӗсене те тỳллеме пулать тата ытти те. Анчах та ҫак тỳллевсене тума тӗрлӗ программӑсем кирлӗ. Ҫакӑн ҫинчен ирттертӗмӗр те паянхи «Компьютер тӗнчи» ятлӑ тӗл пулӑва.
Тӗл пулура ытларах аслӑ ӑрури ҫынсем пулчӗҫ. Турханкасси библиотека ӗҫчченӗ вӗсене «Google», «Яндекс» программӑсемпе хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене тупма пулӑшрӑ. Калӑпӑр Л. Константинова ҫыхма юратнӑран хитре тӗрӗшсем пӑхма килленчӗ, килӗшнине суйласа илсе Принтерпа пичетлесе те пӑхрӗ.
Ҫавӑн пекех «Play Mapкет» приложенипе кирлӗ программӑсем суйласа илтӗмӗр, вӗсенпе ӗҫлеме вӗрентӗмӗр. « Халӗ ӗнте, ниҫта тухмасӑрах тỳллев хучӗсене тỳллеме пултаратпӑр» - терӗҫ ушкӑнри ҫынсем.