Уҫӑ вулав вӑхӑчӗ «Харлампьев калавӗсем»

Герасим Дмитриевич Харлампьев (Пилеш) – писатель – драматург, художник. Вӑл Элӗк районӗнчи Мӑн Тукташ ялӗнче 1913 ҫулта нарӑс уйӗхӗн 25 - мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш литературӑ тӗнчине вӑл кӗске пьесӑсемпе тата ачасем валли ҫырнӑ калавсемпе палӑрнӑ. Чӑваш театр сценисенче час – часах «Юрату вилӗмсӗр», «Ҫурхи кӗвӗсем», «Кӑмӑл уҫӑлсан» курма пулать. Нумай калавсенче писатель пӗчӗк ҫеҫ калавсемпех ҫутҫанталӑкӑн пысӑк вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса парать , ỳсентӑранпа чӗр чунсен тӗнчине юратма вӗрентеть.
Нарӑс уйӑхӗн 25 – мӗшӗнче Турханкасси вулав ҫуртӗнче ачасем валли Уҫӑ вулав вӑхӑчӗ «Харлампьев калавӗсем» иртрӗ. Унта ачасемпе пӗрле «Тӑрна ташши» ятлӑ калава суйласа илтӗмӗр, тишкертӗмӗр, уҫҫӑн вуларӑмӑр. Ачасем Г.Д.Харлампьевӑн калавӗсене юратсах вулаҫҫӗ.
Вулав хыҫҫӑн кӗнекери сӑнарсене тӑвас тесе алла ӗҫ хатӗрӗ тытрӑмӑр , тӗрлӗ хутсенчен касса «Тӑрна» кӗлеткине туса лартрӑмӑр. Калав ҫинчи пек ташлаттарса та илтӗмӗр.
Ачасене ҫак тӗлпулу питӗ килӗшрӗ. Киле савӑнӑҫпа, тулли кӑмӑлпа карӗҫ.