"Мĕнле телей тăван чĕлхем пурри!" - под таким девизом прошло мероприятие ко Дню чувашского языка, подготовленное Эльбарусовской сельской библиотекой

Мĕнле телей тăван чĕлхем пурри!
Мĕн ĕмĕрлĕх пире анне пÿрни.
Чĕрем юрри, çут пурнăçăн юрри.
Тĕнчемĕре ун пилĕпе курни!
Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери халăхсен Тăван чĕлхе кунĕ. Чĕлхе – халăх пуянлăхĕ. Тăван чĕлхе – атте-анне чĕлхи, пирĕн халăхăн пахаран та паха ылтăн çÿпçи.
Çак куна пур вырăнта та анлă паллă тăваççĕ. Эпир те, Хуракасси шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, хамăрăн тăван чăваш чĕлхине сума суса пысăк уяв ирттертĕмĕр.
Çак кун паллă çыравçăсем чăваш чĕлхин ытарма çук пуянлăхне, илемлĕхне палăртса çырнă сăвăсем шăранчĕç, 5-мĕш тата 10-мĕш класра вĕренекенсем илемлĕ хайлавсем шăрçаларĕç, 5-7-мĕш классем викторинăна хутшăнчĕç.
Уява илем кÿрекенĕсем вара – Хуракасси вулавăшĕ çумĕнчи «Сентреш» фольклор ушкăнĕ. Вĕсем ачасене чăваш вăййи кăтартса пачĕç, чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Уява хутшăнакансем вĕсен пултарулăхне ырă кăмăлпа йышăнчĕç. Стрелкова И.Ю. библиотекарь тăван халăхăн йăли-йĕркисем çинчен каласа пачĕ.