День матери провели работники культуры с. Сотниково

День матери провели работники культуры с. Сотниково

Савăнса кĕтсе илетпĕр

                   Аннесен уяв кунне,

                   Пирĕнтен илсемĕр тетпĕр

                   Парнине те саламне.

                   Вĕсене халь чыс тăватпăр,

                   Парнелетпĕр чечексем,

                   Ыр сунса сăмах калатпăр:

                   – Сывă пулччăр аннесем!

Ыра кăмăллă аннесене, ăшпиллĕ асаннесемпе кукамайсене, Аннесен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн тухакан çĕр çинчи чи ырă, ăшă, çепĕç сăмахсемпе саламлама пуçтарăнчĕç Турханкасси ялĕнчи культура Çуртĕнче.  Уяв тăршшĕпех куракансен сăн- пичĕсенче хĕвел шевли вылярĕ, чунecенче те савăк кăмăл хуçаланчĕ тейĕн. 

Пĕрин хыççăн тепри васкарĕç сценă çине культура Çурчĕн çумĕнчи коллективсем. Вĕсем куракансене юрă- ташăпа кăна мар, шýтлĕ камитсемпе те тĕлĕнтерчеç. Анне ăшшине, юратăвне, ырлăхне туйма пултарчĕç куракансем кашни юрă căмахĕсенче.

Уйăх пек çутă кун-çул, çурхи хĕвел пек ырă кăмăл, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, тапса тăракан çăлкуç пек иксĕлми телей сунса сывпуллашрăмăр куракансенсемпе. 



25 ноября 2019
10:56
Поделиться