Мероприятие, посвященное 120-летию со дня рождения М. Сеспеля прошло в Сутчевской сельской библиотеке

Мероприятие, посвященное 120-летию со дня рождения М. Сеспеля прошло в Сутчевской сельской библиотеке

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе,

Эс чи пахи, эс – чун уççи.

Тăван чĕлхе – ĕмĕрлĕхе,

Пин чĕлхерен чи çепĕççи.

Çак чĕлхепе эп калаçатăп,

Куллен çыратăп та вулатăп,

Çак чĕлхепе эп мухтанатăп,

Куллен-кунах ăса туптатăп.

Тăван чĕлхе, тăван сăмах,

Сана упратăп чĕремрех.

Мана вăй кÿретĕн яланах.

О. Титова

Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Сеспель, 1921-мĕш çулхи авăнчен Кузьмин) (1899 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕ, Чăваш Ен, Канаш районĕ, Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕ) — 1922 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕ, Украина, Чернигов облаçĕ, Старогородка сали) — чăваш литературин классикĕ, сăвă ăсталас реформаторĕ, прозăçă, драматург, тăлмач, ӳкерçĕ, патшалăх тата пĕрлĕх ĕçченĕ.

 Кукашни ял вулавăшĕнче Çеçпĕл  Мишши 120 çул тултарнă тĕле литературă сехечĕ иртрĕ  « Тăван чĕлхе – ĕмĕрлĕхех!».  Библиотекарь  ачасене писателĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ - хĕлĕпе паллаштарчĕ. Поэт çырнă сăвăсене вуларĕç, кĕнеке куравĕпе интересленчĕç. Çыравçă тĕрлĕ ӳсĕмри вулакансен кăмăл-туртăмне тивĕçтерме пултарни ахальтен тееймĕн.

 Уйрăмах "Хурçă шанчăк" сăвă килĕшрĕ. Кунта поэт çĕршыв юмахри кăвар - кайăк пек чĕрĕлсе тăрасси çинчен калать. Çав çутă пуласлăха вăл ним иккĕленмесĕр ĕненме чĕнет. Çĕнĕ пурнăç çуркунне пекех килĕ,çĕр питне чечеклентерĕ. Кам çакна ĕненмест, вăл суккăр, чапрас, тет. Çĕнĕ пурнăçпа пĕрле чăваш ячĕ те аслатиллĕ саспа янраса кайĕ. Унăн чаплă çыннисем пулĕç, культури çĕкленĕ. Яланах çапла пултăрччĕ.



18 ноября 2019
13:58
Поделиться