Нарăсăн 21 – мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне паллă тăваççĕ

Хуракассинчи ялти вулавăшра чăваш чĕлхипе литература эрнелĕхĕ иртсе пырать. Ялти вулавăшра Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Чăваш чĕлхи! Илемлĕ те пуян эсĕ» кĕнекесен куравне йĕркеленĕ. Куравра чăваш чĕлхи мĕнле аталанни çинчен калакан кĕнекесемпе паллашма пулать. Чăваш чĕлхи çинчен мĕн авалтанах ют çĕр-шыв тĕпчевçисем те асăннă. Хальхи чăваш чĕлхи çинчен калакан кĕнекесем, словарьсемпе, чăваш писателĕсемпе поэчĕсем чăваш чĕлхине халалласа çырнă сăвăсен пуххисем, çавăн пекех методика пособийĕсемпе грамматика вăййисен пуххисем те пур куравра.

21 февраля 2019
08:37
Поделиться