Эльбарусовская сельская библиотека организовала поздравление с юбилеем активного читателя своей библиотеки

Эльбарусовская сельская библиотека организовала поздравление с юбилеем активного читателя своей библиотеки

Нумаях та пулмасть Хуракасси ялĕнче пысăк уяв пулса иртрĕ. Кунта яли хисеплĕ ҫынăн Андреев И.А 80-ҫулхи юбелейпа числарĕҫ. 80 ҫул- ҫамрăклахра канлĕ ватлăха куҫнă самант кăнна-ха. Иртнине пăхсассăн мĕн чухлĕ ĕмĕтленни , пурнăҫа кĕртни, ача-пача ӱстерни , мăнуксемпе савăнни. Малта вара- малашлăх: канлĕ ватлăх, савăнса пурăнасси, юратнă ҫемье пархатарĕ, телейлĕ пурнăҫ.

«Сентреш» фольклор ушкăне те Иван Андреевича саламламасăр юлма пултараймарĕ. Юбелей каҫĕнче хăйсен юрри- ташшипе хăнасене савăнтарчĕҫ.

Хисеплĕ Иван Андреевич , сире эпир саламлатпăр: ҫĕр чăмăрĕ пек анлă, уйах пек ҫутă, хĕвел пек ăшă , ҫаран ҫинчи чечек пек илемле, акăш пек евер ҫемҫе , ҫăл куҫенчен тапса тăракан шыв пек тăрă, ылтăн велле хурчĕн пылĕ пек пылак, сар ҫу пек сарă , кăпăш ыраш ҫăкăрĕн сăмсана кăтăклантаракан ырă шăршиллĕ пурнăҫ сунатпăр- уяв саламепе «Сентреш» ушкăн.



20 марта 2020
16:56
Поделиться