День деревни с. Сотниково

День деревни с. Сотниково

Чăта, пĕлеш - тăвана, тус- юлташа пĕрлe пуçтарăнма, пĕр-пĕринпе курса калаçма пуçтарăнтăмăр та Турханкасси ялĕнчи, "Савнă ялăм, тăван ял !"ятлă Ял уявĕнче.

Уява Сĕнтĕрвăрри район администрациĕн пуçлăхĕ А.А. Мясников, Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Р.П. Белова тата Турханкасси ялĕн старăсти О.Ю.Яковлев ăшă салам сăмахĕсемпе  уçрĕç. Тав хучĕсемпе Хисеп хучĕсем парса чысларĕç. Ял старăсти çамрăксене парне турĕ.Вăл хăй ăсталаса тунă "Я люблю Сотниково " стела парнелерĕ. 

Çавăн пекех уява Сĕнтĕрвăрри ентешлĕх ертýçи А.Г.Кузнецов хăйĕн ушкăнĕпе , Сĕнтĕрпуç ялĕнчи культурă Çуртĕнчи "Сĕнтĕр"халăх фольклор ушкăнĕ ,П.А. Белов, Ăстакасси библиотеки çумĕнчи "Кăмăл" фольклор ушкăнĕ ,Турханкасси культура çурчĕ çумĕнчи "Огонëк" тата "Çăлкуç" фольклор ушкăнĕсем тĕрлĕ савăнăçлă юрă -ташăпа савăнтарчĕç. 

Уявра "Чи çамрăк çын", "Чи аслă çын", "Пĕрремĕш хут шкул алăкне уçaканĕ","Çĕнĕ çeмье"," Юбилярсем" ушкăнĕсене палăртса хăвартăмăр. Вĕсене парнесемпе тивĕçтертĕмĕр тата юрă саламĕсемпе саламларăмăр.

Уявра алĕç ăстисен куравĕнче нумай пăхса тĕлĕнмелли пулчĕ. Кунта вĕтĕ шapçаран , тĕрлĕ çипрен, хутран тунă ĕçсем пулчĕç.

Уяв вĕçĕнче  вара пурне тe техĕмлĕ какай шýрпи кĕтрĕ. 

29 июля 2019
11:19
Поделиться